Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Наречи (Морфологи, СЛПЧЧС)

Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ


Наречи — ӗҫӗн паллине е тепӗр паллӑн паллине кӑтартакан улшӑнман пуплев пайӗ.

Татӑксен пулӑвӗ

Пулӑвӗ тӑрӑх мӗнле уйрӑлаҫҫӗ<<>>Ыйтӑвӗсем<<>>Тӗслехсем<<
1. Мӗнлелӗх наречийӗсеммӗнле? епле?аран, апла, ҫапла, капла, сасартӑк, хӑвӑрт, харӑс, хуллен, ерипен, тӑрук, чӗвен, пӗрерӗн, ҫӑмӑллӑн, ҫарран, лайӑххӑн, пысӑккӑн, укҫалла, пуканелле
2. Виҫепе степень наречийӗсеммӗн чухлӗ? мӗн таран?кӑшт, ытла, питӗ, пайтах, йӑлт, пачах, пӑртак, тӳпеми, пуҫӗпех, пушшех, самай, татах, ушкӑнӗпех, вуҫех, витрелетсе, пинлесе
3. Вӑхӑт наречийесемхӑҫан? хӑҫанччен? хӑҫантанпа?куллен, ҫуллен, ялан, халь, хӗлле, ҫулла, ҫӗрле, кӗркунне, ҫуркунне, кӑҫал, пӗлтӗр, ӗлӗк, паҫӑр, паян, ӗнер, кӗҫӗр, ӳлӗм, вара, анчах, ӗнтӗ, виҫмине, тӑватмине, тахҫан, хӑҫан
4. Вырӑн наречийӗсемӑҫта? ӑҫтан? ӑҫталла?унта, кунта, унтан, кунтан, лере, лерен, кунталла, йӗри-тавра, калле, ӑҫтан, ниҫтан, ниҫта, ӑҫта
5. Пиркепе тӗллев наречийӗсеммӗн пирки? мӗншӗн?юри, ятарласа, калӑхах, ытахальтен, ма, темме, таках

Наречи пулӑвӗ

>>Пулӑвӗ енчен ушкӑнлани<<>>Тӗслехсем<<
1. Аффикс хушӑннипе пулнӑ наречисемчӑвашла, кӑнтӑрла, хӗлле, ҫулла, ачалла, ӑшшӑн, тӳлеккӗн, ӗмӗртенпе, ачаранпа, ирччен, каҫчен, ҫӗрлеччен, кунсерен, виҫмине
2. Сӑмахсем пӗр-пӗр формӑра ҫирӗпленсе ларнипе пулса
кайнисем
ялӗпе, малтанласа, таҫта, лере, ҫакӑнта, ӑнсӑртран, юлашкинчен, тӗнчипех
3. Семантикӑпа лексика тӗлӗшӗнчен уйрӑлса кайса пулнисем хӑвӑрт, питӗ, аран, вара, ӗлӗк, пӗлтӗр, сасартӑк, юри, ялан, халь

Аффикс хушӑнса пулнӑ наречисем

>>Мӗнле аффbкссtм хушӑнса пулаҫҫӗ<<>>Мӗнле пуплев пайӗнчи сӑмахсем ҫумне хушанаҫҫӗ<<>>Тӗслехсем<<
1) -ла (-ле)япала ячӗчӑвашла, вырӑсла, пуканелле, кӑнтӑрла, ачалла, хӗлле;
паллӑ ячӗчӑмӑрла, ҫӗнӗлле, типӗлле, тӗттӗмле, пушӑлла;
хисеп ячӗвиҫҫӗлле, иккӗлле, пӗрле, ҫиччӗлле;
местоименихамӑрла, пирӗнле;
причасти(нихҫан) пулманла, курмасла, сисмесле;
наречихальчченле
2) -ӑн (-ӗн)япала ячӗмерченӗн, ахахӑн, ылтӑнӑн, сутӑн, ҫӑвӗн-хӗлӗн, ирӗн-каҫӑн, вӑхӑтӑн, алӑкӑн-тӗпелӗн;
палла ячӗӑшшӑн, йӑвашшӑн, лайӑххӑн, тӳлеккӗн, чӗррӗн, кӑваккӑн, мӑнаҫлӑн, кахаллӑн, ахаллӗн, ыррӑн, ӑнӑҫлӑн, асӑрхануллӑн;
евӗрлев сӑмахӗвӑр-варрӑн, вӑрт-варттан.
3) -ченяпала ячӗирччен, каҫчен, ҫумӑрччен;
паллӑ ячӗчылайччен, нумайччен;
хисеп ячӗиккӗччен, вуннӑччен;
местоимениунччен; ҫавӑнччен;
наречихӗллеччен, ҫӗрлеччен, ҫуллаччен, кӑнтӑрлаччен.
4) -леняпала ячӗкуллен (<кун+лен), ҫуллен.
5) -минехисеп ячӗвиҫмине, тӑватмине.
6) -ӗпеяпала ячӗкунӗпе, ҫӑвӗпе, ялӗпе, лавӗ-лавӗпе, кунӗ-кунӗпе, ушкӑнӗпе.

Наречисен танлаштару формисем

>>Танлаштару формисем<<>>Мӗнле пулать<<>>Тӗслехсем<<
1.Танлаштаруллӑ форма-рах (-рех), -тарах (-терех) аффикс хушӑнипехӑвӑртрах, лайӑххӑнрах, ҫапларах, капларах, хулленрех е хуллентерех, пӗчӗккӗнрех
2.Вайлӑ формаике хут каланипеаран-аран, харӑс-харӑс, тӗллӗн-тӗллӗн, пысӑккӑн-пысӑккӑн
родупликаци мелӗпесип-симӗссӗн, сап-саррӑн, хӗп-хӗрлӗн


>>Л.П. Сергеевӑн «Чӑваш чӗлхи» справочникӗн пайӗ>>


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-26 16:25:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7442 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем